Ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать. Ҫак кунсенче путса вилекенсем те нумайланнӑ. Канмалли кунсенче 3 инкек пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Янӑшкассинче 1980 ҫулта ҫуралнӑ арҫын путса вилнӗ. Тепӗр кун республикӑра икӗ ҫын шыва путнӑ. Ирхи 4 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ районӗнчи Березовкӑра 23-ри каччӑн пурнӑҫӗ шывра татӑлнӑ. Кӑнтӑрла Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл Муркаш районӗнчи Катӑкуй ялне килнӗ пулнӑ. Арҫын уҫӑлас тесе пӗвене шыва кӗме кайнӑ та таврӑнман.
Палӑртмалла: ку таранччен республикӑра 21 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 3-шӗ - ачасем.
Хӑйӗн 3 ҫулти ачине вӗлернӗ амӑшне суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Ку инкек пӗлтӗр Шупашкар районӗнчи Тутаркассинче пулнӑ. Хӗрарӑм упӑшкипе вӑрҫӑнса кайнӑ та ӑна киле темиҫе кун кӗртмен. Ӑна тавӑрас тесе вӑл иккӗшӗн хӗрне вӗлерме шутланӑ. Амӑшӗ ҫемҫе япалапа ачан питне хупласа сывлама паман. Унтан хӗрарӑм хӑйӗн ҫине алӑ хума тӑнӑ: аллине, мӑйне касса пӗтернӗ. Анчах ӑна вӑхӑтра медпулӑшу панӑ, вӑл чӗрех юлнӑ.
Хваттерте ача виллине, суранланнӑ хӗрарӑма арҫын /пепке ашшӗ/ тата тӑванӗсем тупнӑ. Судра амӑшӗ айӑпне йышӑнман, ку преступление урӑх ҫын тунӑ тесе каланӑ.
Шупашкар районӗн тӗп пульницин поликлиники ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. Ку ӗҫе пӗлтӗр раштав уйӑхӗнчех вӗҫлемелле пулнӑ-ха, анчах УФАСа ҫӑхав ҫитнипе срока каярах куҫарма тивнӗ.
Поликлиника тӑррине, фасадне улӑштарнӑ, электросете, вентиляци тытӑмне ҫӗнетнӗ. Шалта та улшӑнусем пулнӑ: кашни уйрӑма урӑхла тӗспе илемлетнӗ. Сӗтел-пукана та йӑлтах улӑштарнӑ. Поликлиникӑна хӑтлӑх кӗртес тесе ытти ӗҫе те пурнӑҫланӑ.
Ку ӗҫсене «Стройремсервис» тулли мар яваплӑ общество 98 миллион тенкӗпе тунӑ.
Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче паян вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫил-тӑвӑла пула ҫуртсем тӑррисӗр юлнӑ, хӑш-пӗр ялта ҫутӑ пӗтнӗ.
Уйрӑмах пысӑк сӑтӑр ҫил Йӗпреҫ районӗнчи Хумри Ишекре тунӑ — кунта темиҫе ҫурт тӑррисене тӗппипех вӗҫтерсе кайнӑ, хуралтӑ ҫиттийӗсене сӳсе антарнӑ. Яла кӗнӗ вырӑнта вырнаҫтарнӑ паллӑ та вӑйлӑ ҫиле чӑтайман — тӳнсе кайнӑ.
Комсомольски районӗнчи Урмаелте те вӑйлӑ ҫил сӑтӑр тунӑ — кунта, сӑмахран, шкул тӑррин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑйлӑ ҫиле пула ялта пушар та тухнӑ.
Ҫурҫӗрти районсенче те ҫанталӑк хуҫа кам иккенне кӑтартнӑ. Муркаш районӗнчи Сорӑм Панклинче пысӑк пӑр ҫунӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкассинче те 2-3 см пысӑкӑш пӑр ҫуса кайнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле Атӑлта, Шупашкар районӗнчи Шашкар ҫывӑхӗнче, катер баржӑпа ҫапӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртни уҫӑмланнӑ.
«Вести. Дежурная часть» пӗлтернӗ тӑрӑх, катер ҫинчи 4 ҫын ӳсӗр пулнӑ. Телеканал журналисчӗ пристань хуралҫипе тӗл пулса калаҫнӑ. Вӑл акӑ мӗн пӗлтернӗ: 38 ҫулти арҫын, катер хуҫи, малтан арӑмӗпе тата ачисемпе ярӑннӑ. Унтан пӗртӑванӗсемпе ҫула тухнӑ. 23 сехет те 50 минутра катер, пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑскер, баржӑпа ҫапӑннӑ.
Катер ҫинчи тӑватӑ ҫын ҫавӑнтах вилнӗ.
Шупашкар районӗнче пӗр арҫын плотинари шлюза кӗрсе ӳкнӗ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Общество канашӗ) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнин ури шуҫса кайнӑ та вӑл шлюза персе аннӑ. Аманмасӑр пулманах-тӑр. Инкек вырӑнӗнче полицейскисен тата васкавлӑ пулӑшу машинисем ларнине ӳкерсе илнӗ.
Пост авторӗ шлюза мӗншӗн хупламаҫҫӗ тесе ҫырнӑ та, теприсем мӗншӗн унта хӑпарса каймалла тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пӑтӑрмах Кӳкеҫри Колхоз урамӗ патӗнчи пӗвере пулса иртнӗ. Пӗлтӗр шлюза хӑма ҫапса хупланӑ имӗш, анчах шыв хӗрне канма пухӑнакансем ӑна сӳтсе шашлӑк пӗҫерме усӑ курнӑ-мӗн.
Шупашкар районӗн центрӗнче, Кӳкеҫре, пурӑнакансем, кранран, мазутлӑ шыв юхнине пӗлтереҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Общество канашӗ) пабликра сӑмаха ҫирӗплетме сӑнӳкерчӗк те вырнаҫтарнӑ.
Пост авторӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, шыв мазут шӑршиллӗ ҫеҫ мар, мазутлӑ та. Унпа алла ҫусан вӑл йӗр хӑварать.
«Карл Маркс урамӗнчи 112-мӗш ҫуртра та шыв мазут шӑршиллӗ, анчах хальлӗхе аллах вараламасть-ха», — калаҫӑва хутшӑннӑ пӗри. Советски урамри 98-мӗш ҫуртра та иртнӗ эрнере шыв мазут шӑршиллӗ пулнӑ.
Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче Хравути пуххи иртнӗ.
Асӑннӑ тӑрӑхри чӑваш хастарӗсем авалхи ҫав пухха паян та йӗркелеҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче, пирӗн аттесемпе аннесем ҫамрӑк чухне, унта тавралли ялсенчи ҫамрӑксем кам лашапа, кам ҫуран пуҫтарӑннӑ. Ҫавна сакӑр теҫетке урлӑ каҫнӑ ватӑсем ӗнерхи пек паян та ӑшӑ кӑмӑлпа аса илеҫҫӗ. Хӗрсемпе каччӑсем унта чунтан савӑннӑ.
Паян ҫав уява тӗрлӗ ҫулхисем ҫеҫ мар, политиксем те пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи Хравутинче, сӑмахран, Шупашкар районӗнчи ҫамрӑк коммунистсем пулнӑ.
Шупашкар районӗнчи Хураҫырма ялӗнче арҫын ҫухалнӑ. Ӑна полицейскисем, нимеҫӗсем шыраҫҫӗ. Хыпара «Лиза Алерт» ушкӑнра та вырнаҫтарнӑ.
Владимир Яковлевич Николаев ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Килтен тухса кайнӑ чухне тӗттӗм кӑвак тӗслӗ куртка, тӗттӗм шӑлавар, хура кроссовка, сӑран кепка тӑхӑннӑ пулнӑ, кӑвак хутаҫ йӑтнӑ.
Арҫын 55 ҫулта. Хӑй 175 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ.
Владимир Николаева курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 800 700 5452 е 112.
Шупашкар районӗнче 4 ҫулти ача тислӗк кӑмпи ҫисе наркӑмӑшланнӑ. Кун пирки амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ку ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Фельдшерсем вырӑна ҫитсе ачана пӗрремӗш медпулӑшу панӑ, хырӑмлӑхне тасатса кӑларнӑ. Кун хыҫҫӑн ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ кӑмпапа наркӑмӑшлансан ҫапла тума сӗнет: часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле, унтан нумай шыв ӗҫсе хӑсмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |